Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх

 

6400Виҫҫӗ пӑх та пӗрре кас.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6401Вунӑ хут виҫ те пӗрре кас.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6410Ик турта хушшине икӗ лаша кӳлмеҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6413Кама — тилӗ талӑпӗ, кама — алӑк хӑлӑпӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6411Кама мӗн кӑмӑллӑ: йытта — шӑмӑ, тилле — пулӑ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6412Кама мӗн, кӑрчанка мунча.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6414Кантӑк алла касать, кантӑка алмаз касать.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6415Кӗмел кӗвенте авӑнмасть теҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6416Кӗҫӗтмен кута ан хыҫ теҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6417Кӗтмен ҫӗртен кӗтмек.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6418Кути-мути ан пул.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6419Кутпа сыснине пуҫпа пуҫҫапма хушман.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6420Лавккана тулли кӗленчепе, бригадир патне пушӑ кӗленчепе кайма хушман.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6421Лаша ҫумне ӗне кӳлме юрамасть.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6422Мӑйӑра кайсан ҫырла татмаҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6423Мулкачне тытмасӑр хуранне ан ҫак.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6424Непсӳне ан тӑс.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6425Пулла яланах пуҫӗнчен ҫиме пуҫлаҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6426Пурҫӑн пиҫиххи пилӗке касать.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6427Пусӑна ан пӑтрат, шыв ӗҫес килӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6428Пуш чечекрен ҫимӗҫ ан кӗт.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6429Пушӑ хурана вут ҫине ан ҫак.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6430Пыйтине ҫилленсе кӗрӗкне вутта ан пӑрах.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6431Сава хыҫҫӑн пуртӑпа касмаҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6433Сарамсар ял пулмасть.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6432Сарӑмсӑр кушак та хӑйма ҫиет.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6435Сылтӑм куҫу курнине сулахай куҫу ан куртӑр.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6436Сысман пӑх кута ҫыпӑҫмасть.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6437Ҫӗртен тупни ҫӗрех каять теҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6438Ҫӗҫӗпе ан хӑмсар, вӑл хӑй тӑршшӗ иккӗ тӑсӑлать.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6439Ҫӗтӗк кӗрӗк ҫине ҫӗнӗ саплӑк лартмаҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6440Ҫил вӗрнипех ан ҫиллен.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6441Ҫине пӑх та пӳне пӑх.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6442Ҫич хут виҫ те пӗрре кас.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6443Ҫуна тупанӗ те ҫӳресен ҫӳхелет.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6444Ҫурӑк урапа пушшех улать теҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6445Ҫырман хута ан вула.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6446Ҫыхман ҫапӑ ҫулӑк мар.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6447Ҫьгхман ҫапӑ шӑпӑр мар.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6403Таса шыва аякка тӑкмаҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6404Тӑрӑ шыва катана сапмаҫҫӗ, пӑтранчӑк шыва катана сапаҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6405Тӑрӑ шыва урама кӑларса тӑкмаҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6406Тӑри юрла пуҫласан юр тӑрламаҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6407Тӗке хирӗҫ шӑлсан та вӑл хӑйӗн майлах выртать.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6448Тимӗрпе хӑмсарсан тимӗр пӗр чике тӑрӑш тӑслать теҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6449Туман тихан пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6408Турчӑка пур ҫинчен алла никам та вута чикмест.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6450Тутли хыҫҫӑн йӳҫҫине ҫӑвара ан хып.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6451Туту-ҫӑвару чалӑш пулсассӑн куҫ кӗскине ан ӳпкеле.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх
6409Тухсан та, кӗрсен те алӑка хупса ҫӳре.Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх